| Турӑ пирӗнтен мӗн тума ыйтать? | 13-мӗш урок |
Чӑн тӗне мӗнле тупма пултаратпӑр? |
|
| Пур тӗн те-и е пӗри кӑна Турра юрӑхлӑ? (1) | |
| Мӗншӗн хӑйсене христиансем текен тӗнсем ҫав тери нумай? (2) | |
| Чӑн христиансене мӗнле уйӑрса илме пулать? (3—7) | |
1. Иисус пӗр чӑн христианла тӗн кӑна пуҫласа янӑ. Ҫавӑнпа та паян Иегова Турра тӗрӗс пуҫҫапакансен юхӑмӗ, е ушкӑнӗ, пӗрре кӑна пулмалла (Иоанн 4:23, 24; Ефессем 4:4, 5). Ҫынсенчен сахалӑшӗ кӑна пурнӑҫ патне илсе пыракан ансӑр ҫулпа пырать тесе вӗрентет Библи (Матфей 7:13, 14). 2. Апостолсем вилнӗ хыҫҫӑн христиансен пухӑвне тӗрӗс мар вӗрентӳсемпе христиан ӗҫӗсене хирӗҫ пыракан йӑласем кӗреҫҫӗ тесе Библире малтанах каласа хунӑ. Ҫавӑн пекех хӑш-пӗр ҫынсем ӗненекенсене Христос хыҫҫӑн мар, хӑйсем хыҫҫӑн илсе каясси ҫинчен ҫырса хунӑ (Матфей 7:15, 21—23; Апостолсен ӗҫӗсем 20:29, 30). Акӑ мӗншӗн халӗ хӑйсене христиансем текен тӗнсем ҫав тери нумай. Чӑн христиансене мӗнле уйӑрса илме пултаратпӑр? 3. Чӑн христиансен чи паллӑ уйрӑмлӑхӗ вӑл — вӗсем чӗререн пӗр-пӗрне юратни (Иоанн 13:34, 35). Чӑн христиансем хӑйсем ытти расӑри ҫынсенчен е урӑх тӗслӗ ӳтлисенчен лайӑхрах тесе шутлама вӗрентмеҫҫӗ. Вӗсем ҫавӑн пекех ытти ҫӗршывсенчи ҫынсене кураймасӑр тӑма вӗрентмеҫҫӗ (Апостолсен ӗҫӗсем 10:34, 35). Ҫавӑнпа та чӑн христиансем вӑрҫӑсене хутшӑнмаҫҫӗ. Вӗсем пӗр-пӗринпе хӑйсене тӑвансем пек тытаҫҫӗ (1 Иоанн 4:20, 21).
4. Тепӗр уйрӑмлӑх — Библие чунтан хисеплени. Чӑн христиансем ӑна Турӑ Сӑмахӗ тесе йышӑнаҫҫӗ тата унта мӗн ҫырса хунине пурне те ӗненеҫҫӗ (Иоанн 17:17; 2 Тимофей 3:16, 17). Турӑ Сӑмахӗ вӗсемшӗн ҫынсен шухӑшӗсемпе йӑлисенчен хаклӑрах (Матфей 15:1—3, 7—9). Вӗсем яланах Библире ҫырнӑ пек пурӑнма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӗсен сӑмахӗсем ӗҫӗсенчен уйрӑлса тӑмаҫҫӗ (Тит 1:15, 16). 5. Чӑн тӗне тытса пыракансен ҫавӑн пекех Турӑ ятне чысламалла (Матфей 6:9). Иисус ҫынсене Турӑ ятне — Иегова ята — уҫса панӑ. Чӑн христиансен те ҫавнах тумалла (Иоанн 17:6, 26; Римсем 10:13, 14). Эсӗ пурӑнакан вырӑнта ҫынсене Турӑ ячӗ ҫинчен кам каласа парать? 6. Чӑн христиансен Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентсе ҫӳремелле. Иисус та ҫавнах тунӑ. Вӑл яланах Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каланӑ (Лука 8:1). Ҫав хыпарах вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе вӗрентсе ҫӳреме хушнӑ (Матфей 24:14; 28:19, 20). Чӑн христиансем Турӑ Патшалӑхӗ кӑна ҫӗр ҫине мирпе хӑрушсӑрлӑх илсе килет тесе ӗненеҫҫӗ (Псалом 145:3—5). 7. Иисусӑн вӗренекенӗсем ҫак усал тӗнчен ӗҫӗсене хутшӑнмаҫҫӗ (Иоанн 17:16). Вӗсем тӗнчери политикӑпа обществӑри хирӗҫӳсене явӑҫмаҫҫӗ. Вӗсем ҫак тӗнчере йышӑннӑ ӗҫсене, йӑласене тата шухӑшсене сирсе яраҫҫӗ (Иаков 1:27; 4:4). Эсӗ хӑв пурӑнакан вырӑнта чӑн христиансен ҫак уйрӑмлӑхӗсене кӑтартакан тӗн ушкӑнне уйӑрса илме пултаратӑн-и? |
||
2007-мӗш ҫулхи кӑларӑм |
|
Copyright © 2008 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania. All rights reserved. |
|